Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт, общежити,иккӗмӗш хут ҫуннӑ. Унта 2017 ҫулта пушар тухнӑ. Нумаях пулмасть каллех пушарнӑйсем ҫак адреспа ҫитнӗ. Хальхинче хваттер балконӗ ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.
2017 ҫулта та пушарта аманакансем пулман. Ун чухне 8 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫын чӳречерен ӳкнӗ. Телее, вилмеллех суранланман - васкавлӑ медпулӑшу вырӑна хӑвӑрт ҫитсе арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку инкек 18 сехет те 31 минутра Кӑнтӑр урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра пулнӑ. Арҫын 5-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. Хӑй 45 ҫулсенчи пек курӑнать.
Паян ирпе Канаш районӗнче тӑватӑ машина ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «VW Taos» автомобиле тытса пыракан 37 ҫулти хӗрарӑм-водитель сулахай енчен сылтӑм енне куҫнӑ чухне «Солярис» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав самантра хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ 14-мӗш модельлӗ «Лада» пынӑ. Вӑл инкеке лекес мар тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та 11-мӗш модельлӗ «Лада» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсен водителӗсем шар курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара васкавлӑ пулӑу машини ҫине ӳсӗр водитель пырса кӗнӗ.
«Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем черетлӗ велосезона уҫнӑ. Туслӑ йыш велосипед ҫине ларса СССР лётчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хастарсем Космонавтика кунне халалланӑ.
Велоюхӑм ертӳҫи Николай Плотников халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл» маршрутпа 200-е яхӑн ҫула тухнӑ. Вӗсенчен чи кӗҫенни 7 ҫулта пулнӑ, чи асли — 81-ре.
Велосипедпа ҫула тухнисене вырӑнти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Шупашкартан пырса ҫитнисене музейпа паллаштарнӑ, концерт кӑтартнӑ.
Паян республикӑра ҫӗнӗ перевозчик туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш транспорт управленийӗ» ятлӑ.
Ӑна Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсенчен туса хунӑ. Унччен вӗсем муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ предприяти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсем валли автобуссем туянма палӑртнӑ. Ҫав шутра – районсем валли те. Ҫитес вӑхӑтра 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсен йышӗнче автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем те пулӗҫ.
Паян кӑнтӑрла, 13 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче сумка тупнӑ. Унта вара ҫар припасӗсем пулнӑ: патронсем, обрез.
Сумкӑна арҫынсем асӑрханӑ. Вӗсем пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнче ҫитнӗ, ҫав лаптӑка карса илнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, сумка хуҫине шыраҫҫӗ.
Чӑваш Ен Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ. Кӑҫал уяв йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта иртӗ. Ҫавӑн пекех уяв лапамӗ валли тепӗр муниципалитет суйлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ.
Яланхи пекех Акатуй, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ иртӗ. Шупашкарта экономика форумӗ 13-хут пулӗ.
Ҫӗнӗлӗхсем те пур. Кӑҫал Ҫамрӑксен уйлӑхне йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл «Культурӑсен диалогӗ» ятлӑ пулӗ. Ӑна Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентствипе пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех Чечексен фестивальне пӗрремӗш хут ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Рутубри хӑйӗн каналӗнче ачасене чӑвашла вӗрентмелли «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» проекта малалла аталантарать.
Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене тӗнче тетелӗнчи проект урлӑ чӑвашла вӗренме Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Оксана Ильина пулӑшать, тӗп шкулта вӗренекенсене — Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкул учителӗ Александр Степанов.
Занятисем чӑваш чӗлхине вӗренме тин ҫеҫ пуҫланисемшӗн те, унччен илнӗ пӗлӗве ҫирӗплетес кӑмӑллисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын 19 ҫул каяллах ҫухалнӑ. Анчах вӑл ав халӗ таврӑннӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче, 2007 ҫулта, ӑна хыпарсӑр ҫухалнисен йышне кӗртнӗ. Арҫын халӗ таврӑнсан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ хулара 2004 ҫултанпа вахта мелӗпе ӗҫленӗ.
Арҫын таврӑннине кура суд вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе йышӑннине пӑрахӑҫланӑ.
Ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку улшӑнусем Шупашкара та пырса тивеҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тарифсене пысӑклатасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла акан 1-мӗшӗнченпе троллейбусра билет 30 тенкӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 27 тенкӗ. Автобусра билет хакӗ 31 тенке ҫитӗ, карттӑпа тӳлесен – 28 тенкӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен проездной хакӗ 1215 тенкӗ пулӗ /халӗ – 1135 тенкӗ/.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |